Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, проект пирки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе, хута каякан суту-илӳ центрӗн хуҫипе ҫеҫ калаҫнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухма шутланӑ.
Газ пӑрӑхне авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хума тытӑннӑ. Тепӗр кунхине ҫынсем митинга пухӑннӑ. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта суту-илӳ центрӗн хуҫи шухӑшласа кӑларнӑ. Газ пӑрӑхӗсене хунӑ хыҫҫӑн ҫак пуҫлӑх ҫул сарма укҫа уйӑрассине ӗнентереҫҫӗ: 1 уйӑх ҫурӑра вак чул сармалла-мӗн.
Ҫакна пӗлтерсен халӑх тата кӑмӑлсӑрланнӑ: пӑрӑхсене хурсан тӑпра вӑрах вӑхӑт анӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара пылчӑк ҫӑрма тивӗ.
«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.
Халӑха Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн шухӑшӗ килӗшмен, типҫырмасем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн.
Чӑваш Енри икӗ вулавӑш Мускав укҫипе тӗслӗхлӗ пулса тӑрӗ. Ҫав тӗллевпе 2020 ҫулта нухрата кама парассине конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пирӗн тӑрӑхран икӗ учреждени лекнӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн 75 субъектӗнчен ҫур пин ытла заявка пухӑннӑ. Вӗсенчен 52 регионти 110 вулавӑша суйласа илнӗ.
Пирӗн республикӑран конкурса Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районсенчи 9; Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшсем тата Шупашкарти В. Чаплина ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне: Мӑн Сӗнтӗртине тата Кӑшавӑшрине — суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-вулавӑшсене федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе вулавӑшсене хальхи вӑхӑтри учрежденисене ҫавӑрӗҫ.
Шупашкар районӗнче пӗчӗк хӗрача шӑммине хуҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Шупашкара пульницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах «пӑкка» лекнӗ.
«Пӑкӑра» ларма вӑхӑт пулман, часрах пульницӑна ҫитмелле-ҫке-ха. Ашшӗ машинӑпа ССХПИ экипажӗ патне пынӑ та мӗн пулнине ӑнлантарса панӑ.
Сергей Леонтьев, Александр Горшков тата Виталий Герасимов испекторсем кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Унтан сиренӑллӑ мигалкӑна ҫутса ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитерме пулӑшнӑ.
Тухтӑрсем 2 ҫул та тултарман ачана пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл хайне чиперех туять.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче арҫын путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 сехет те 41 минутра ҫӑлавҫӑсен пульчӗ ҫине хыпар килнӗ: Ваҫликассинче пурӑннӑ арҫын пӗвере путнӑ.
59 ҫултискер тусӗсемпе вырӑнти масар ҫинче виле пытарма шӑтӑк чавнӑ. Ӗҫ пӗтерсен вӗсем пӗвене шыва кӗме кайнӑ. 59-ти арҫын шыва чӑмнӑ та тухман.
Тусӗсем «112» номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Анчах арҫынна ҫӑлма май килмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тата унӑн тусӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ Шупашкар районӗнчи Ярӑска ялӗ ҫывӑхӗнче кӗтӳ пӑхнӑ. Кӗтӳ кӗртме вӑхӑт ҫитсен, 19 сехетре, 63 ҫулти арҫын шуса кайнӑ та пӗвене кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Ашшӗ шыва ӳкнине курсан ывӑлӗ хыҫран чӑмнӑ. Анчах вӑл арҫынна пулӑшайман. 19 сехет те 7 минутра ывӑлӗ ашшӗн сывламан кӗлеткине шывран кӑларнӑ.
Шупашкар районӗнче арҫын кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ ку. Ҫав кун 19 сехетре унран, 1963 ҫулта ҫуралнӑскертен, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав килнӗ.
Хайхискер ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем пулӑшма килессине каласан хирӗҫленӗ. Арҫын вӑрмантах ҫӗркаҫасшӑн пулнӑ-мӗн, хӑй тӗллӗнех ҫул тупассине каланӑ.
Вӑл ҫӗркаҫипех ҫӑлавҫӑсемпе телефонпа ҫыхӑну тытнӑ, вӑрмантах выртса ҫывӑрнӑ, ирхине Ҫурҫӗр поселокӗ патне тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн вӑрманта ҫӗркаҫмашкӑн пӗтӗм условисем пулнӑ.
Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчи чӑх-чӗх хапрӑкӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне тухнӑ.
Пушар тухни пирки кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ здани ҫуннӑ, унта нимӗн те пулман. Ҫав кун рабочисем пӑрӑха сварка тунӑ, унран тухнӑ ҫулӑм ҫурт тӑррине, стенисене сиенлетнӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗрте иртнӗ ял уявӗнче пӗчӗк ачасенчен пуҫласа шур сухалсем таранах чысланӑ. Унта Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, ял мухтарӗ тата Ваттисен канашӗн ертӳҫи Чаптай Эльмень, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи, Таврапӗлӳлӗхпе туризм центрӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Ҫӳлтикассинчи вӑтам шкул директорӗ Татьяна Майорова хутшӑннӑ. Ял ҫыннисене хисеплӗ ятсемпе, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе, парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарнӑ.
Уява хутшӑннӑ ишлейсемпе олкашсен «Акӑшпи» ансамблӗ, Стас Владимиров юрӑҫ, Эльменсемпе тата Майоровсен ҫемйисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Валентина Эльмен тата унӑн мӑнукӗ Валерия юрланӑ та, сӑвӑсем те вуланӑ. Ача пахчине ҫӳрекен Аня Майорова «Качака» шӳтлӗ юрра шӑрантарнӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр ЗАГС пайӗсенче электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарти, Шупашкар районӗнчи, тӗп хулари Калинин, Ленин тата Мускав районӗсенче терминал вырнаҫтарнӑ.
Ку черетсене кӗскетме пулӑшать. Ҫынсен черет кӗтсе тӑмалла мар пулӗ. Терминалпа усӑ курса ача ҫуралнине, ҫын вилнине, ҫемье ҫавӑрнине, уйрӑлнине, ашшӗ ятне илнине, ята улӑштарнине, свидетельствӑпа справкӑсем тепер хутчен панине, ЗАГСа улшӑнусем кӗртнине регистрацилеме пулать.
Сӑмах май, Патшалӑх услугин порталӗ урлӑ заявлени панӑ чухне документа илмешкӗн хӑвӑра килӗшекен кунпа вӑхӑта суйлама май пур
Чӑваш Ене мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ. Вӗсемпе Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Шупашкар, Улатӑр, Елчӗк, Вӑрмар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тухтӑрсем халӑх патне ҫӳрӗҫ. Мобильлӗ комплекссем асӑннӑ районсенчи пӗчӗк ялсене ҫитсе килме кирлӗ. Медицина комплексӗсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкри тӗп район пульницине ҫӗнӗ комплекса панӑ та ӗнтӗ.
«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫласа кӑҫал пирӗн республикӑна 18 комплекс кӳрсе килмелле. Вӗсем 100 ҫынтан сахалтарах пурӑнакан ялсенчи 33 пин ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем патне куҫса ҫӳрекен медицина центрӗ тата 13 мобильлӗ медицина комплексӗ, 1 маммограф ҫӳрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |